«Эпир чăваш йăхĕнчен» ятпа иртрĕ саккăрмĕшсен черетлĕ тăван литература урокĕ. Вăйă урокра икĕ ушкăн тупăшрĕ. Вăййа хутшăнакансем валли номерленĕ конвертсем хатĕрленĕ. Кашни конвертра пĕрер ыйту. Кашни ыйтăвăн хăйĕн хакĕ. Ыйту паракансем хальхи вахăтра пурăнакан паллă çынсем: ăсчахсем, çыравçăсемпе поэтсем, художниксем, шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Кашни ушкăнăн çичшер ыйту çине хуравламалла. Ушкăнсен тĕллевĕ – ытларах ыйтăва тĕрĕс хуравласси, нумайрах «укçа» выляса илесси. Панă ыйтăва тĕрĕс хуравласан «укçи» ушкăна пулать, пĕлеймесен – шкул фондне юлать. Чи нумай «укçа» пуçтаракан ушкăн – «Чăваш ачисем» (5000 пин тенкĕ), «Шевле» ушкăн 4500 тенкĕ пуçтарма пултарчĕ. Çĕнтерÿçĕ ушкăнри ачасем урокра «пиллĕк» паллă ĕçлесе илчĕç.
Вайă урок пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ.