Хăвна мĕнле тытмалла?

Йĕрке туйăмĕ сăпайлăхпа çыхăннă. Çын культури мĕн чухлĕ пысăкрах, вăл хăй таврашĕнчи çынсемпе çавăн чухлĕ сăпайлăрах. Хăйне ытисенчен пысăка хумасть. Сăпайлă пуласси – хăвна мĕнле тытнине, мĕн тунине тиркевлĕн тишкерме пултарни.

Хăвăнтан аслăрах çынсемпе калаçнă чух хăвна тивĕçлĕн тытма пĕлменни культура çитменнине кăтартать. Ăс-тăнпа ăнланса илнĕ йĕркелĕх туйăмĕ çын ĕçĕ-хĕлĕнче те, калаçăвĕнче те тÿрех палăрать.

«Хăвна мĕнле тытмалла?», «вĕренекенĕн сăпайлăхĕ тата тивĕçлĕхĕ», «мĕнле лармалла?» тата ытти ыйтусене те хускатрĕç пиллĕкмĕшсем класс ертÿçипе пĕрле черетлĕ класс сехетĕнче. Çавăн пекех ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене аса илчĕç, сÿтсе яврĕç. Мероприяти усăллă та тухăçлă иртрĕ.