Семинар-канашлу иртрĕ
Шкулта «Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсемпе усă курасси» темăпа районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен канашлăвĕ иртрĕ. Хăнасене 4 класра вĕренекенсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Канашлăва килнисем Марина Ильиничнăн уçă урокне итлерĕç, хак пачĕç. Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене шкул ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартса пачĕç: юрларĕç, ташларĕç. Çавăн пекех канашлăва хутшăнакансем шкул ачисен ал ĕçĕсемпе, фотокуравпа, «Çамрăк литератор» кружока çÿрекенсен сăвви-калавĕсемпе те паллашма пултарчĕç. Семинар-канашлу тухăçлă та усăллă иртрĕ.