Сурхури уявĕ

Сурхури – хĕлле кун таврăннă вăхăтпа çыхăннă, чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе иртекен халăх уявĕ. Çак уяв эрне хушши тăсăлнă.

Уява ачасем пуçланă. Ар çын ачасемпе хĕр ачасем пĕрле пухăнса сурхури юррисем юрласа çÿренĕ. Хуçисем вĕсене йăвачапа, пăрçапа хăналанă, кĕрпе, çу панă. Ачасем хуçисене пăрçапа сапнă, такмакласа юрланă. Килĕрен çÿресе пĕтерсен ачасем кам патне те пулин пуçтарăнса пăтă çинĕ, юмах каланă, кулнă, шÿтленĕ, ташланă, савăннă. Хĕрсемпе каччăсем вара юмăç та янă.

Ачасемпе çамрăксем тата аслă ăрури çынсем хушшинчи çыхăну çирĕп пулнине туйтарас, пĕр-пĕрне кулăшпа тĕртсе-йĕплесе ырă та сăпайлă пулма вĕрентес тесе 5,8 класра вĕренекенсем калаçу ирттерчĕç. Класс ертÿçи сурхури уявне ĕлĕкрех мĕнле ирттерни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл вăхăтра пăхнă юмăçсемпе паллаштарчĕ, çветкесем çинчен ăнлантарса пачĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле тутлă йăвача çисе сăйланчĕç.