Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу иртет. Çак массăллă чупу Туçа тăрăхĕнче те иртрĕ. Пирĕн шкулта вĕренекенсемпе унти ĕçченсем те айккинче юлмарĕç. Спорта юратакансемпе пĕрле йĕлтĕр çине тăчĕç. Чупăва тухнисене куракансем хавхалантарса пычĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ÿкерттерчĕç, чупăва хутшăннă организацисемпе учрежденисене, уйрăм çынсене, ветерансене пылак çимĕçпе сăйларĕç. Массăллă спорт уявĕ пуриншĕн те усăллă иртрĕ.