Библиотекарьсен семинар-канашлăвĕ
Нарăсăн 12-мĕшĕнче пирĕн шкулта районти шкулсенчи библиотекарьсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Хăнасене чăваш тумĕллĕ ачасем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Мероприятие хутшăнакансем шкулпа, музейпа, вĕренекенсен ал ĕçĕсемпе, ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. «Çамрăк литератор» кружок членĕсем «Сывлăх вăрттăнлăхĕсем» спектакльпе театр çулталăкне уçрĕç. 6-7 класра вĕренекенсем КВН-ра ăмăртрĕç. Пуçламăш класс ачисем тĕрлĕ сценкăпа, ташăпа савăнтарчĕç, вăтам классем илемлĕ юрăсемпе саламларĕç. Шкул библиотекарĕ Наталия Николаевна ĕçтешĕсем хушшинче доклад туса пачĕ. Методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Алсу Ринатовна туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех çитес вăхăтра тумалли ĕçсем пирки те калаçу пуçарчĕç.