«Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ

Г.Айхи – чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ. Малтан поэт ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Нарăс уйăхĕн  21-мĕшĕнче Геннадий Айхине тата чăваш поэзине юратакансем 13-мĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» поэзи фестивалĕ пулса иртрĕ. Районти шкулсенчен  78 вĕренекен хутшăнчĕ çак  конкурса. Кăçалхи конкурс 2-4, 5-7, 8-10 – мĕш классем хушшинче ӱсĕмсем тăрăх икĕ номинаципе иртрĕ: Г.Айхин чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласси тата поэт юбилярсен сăввисене (Ҫ. Элкер, И. Ивник, А.Ĕҫхĕл, Г.Илепер, Н.Янкас, Т.Тимкки) чăвашла вуласси. Пирĕн шкулта вĕренекен Логунова Аэлита, Каргина Арина тата Салмин Дмитрий конкурса хутшăнса  жюри членĕсене çеç мар, куракансене те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме пултарчĕç. Жюри членĕсене çăмăл пулмарĕ çĕнтерÿçĕсене палăртма. Вĕсен шутĕнче пирĕн вĕренекенсем пурри  хамăр шкулăн чысне тата çÿллĕрех çĕклени пулать те ĕнтĕ. Ҫĕнтерӱҫĕсемпе призерсем Патăрьел районĕн администрацийĕн  вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсемпе таврăнчĕç çак конкурсран.