«Пултарулăх кунĕ» ятпа уçăлчĕ чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕрремĕш кунĕ. Ăна кăçалхи çул театр çулталăкне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 171 çул çитнине халалланă. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Ильинична Табакова чăваш çырулăхĕн тата наци шкулĕн йĕркелÿçин пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн 5-9 класра вĕренекен маттур та пултаруллă ачасем илемлĕ вулакансен ăмăртăвĕнче тупăшрĕç. Тÿресене çĕнтеруçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Çапах та пĕрремĕш вырăна Аэлита Логунова (А.Галкинăн «Мăрăлти кушак» юптарăвĕ) çĕнсе илчĕ; иккĕмĕш вырăнта – Алексей Федоров (А.Кăлканăн «Хăравçă мулкач» юптарăвĕ); виççĕмĕш вырăна вара С.Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăвне инсценировкăласа Быкова Милана, Баранов Денис, Васильева Кристина йышăнма пултарчĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче шкулти кашни вĕренекен Ирина Геннадьевна Козлова ял библитекарĕ хатĕрленĕ чăваш кĕнекисен, И.Яковлев халалĕпе тата калавĕсен куравĕпе паллашма пултарчĕ.