Уроксем хыççăн, чăваш чĕлхи эрнин ĕç планĕпе, 6-7 класра вĕренекенсем хушшинче «Фонетикăна чухлатăн-и?» ятлă грамматика вăййи иртрĕ. Вăйă тăватă раундран тăчĕ. Кашни тапхăртах сахалтарах очко пуçтаракан вăйăран тухса пычĕ. Финала, пурне те хыçала хăварса, 6 класра вĕренекен Аэлита Логунова тухрĕ.
Вăййа хутшăнакансем те, курса ларакансем те мероприятипе питĕ кăмăллă пулчĕç. Çакăн пек тупăшусем час-часах ирттермеллине палăртрĕç.