Пирĕн шкулта районти мероприяти – Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Çитмĕле яхăн вĕренекенпе вĕсене тăван чĕлхене юратма вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç уява. Хăнасене чăваш тумĕллĕ ачасем çăкăр-тăварпа, çепĕç сăвă каласа, инсценировкăласа кĕтсе илчĕç.
Малалла уява районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Пантелеймоновна Кулакова йĕркелесе пычĕ. Уяв программи питĕ илемлĕ пулчĕ. Сцена çине тухакан кашни вĕренекен, вĕрентекен хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Пухăннă хăнасене районти методист Елена Сафроновна Перепелкина, шкул директорĕ Алексей Алексеевич Логунов саламларĕç. Çавăн пекех шкулта чылай çул хушши ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ Арсентий Ивановичпа Зоя Александровна Хитровсем, Валентина Александровна Карягина хисеп туса килни уявăн пĕлтерĕшне тата ытларах пуянлатрĕ. Вĕсем хăйсем вĕрентнĕ вăхăта аса илчĕç, вĕренекенсем тăван чĕлхене манманнишĕн савăнчĕç, савăнăç куççульне те пытармарĕç.
Уявран пурте хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăлпа кайрĕç.