Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

     Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă май республикăра йăлана кĕнĕ тăрăх «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2019» акци иртрĕ. Йĕркелÿ комитечĕ, Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн «Республика» хаçат корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешевĕн пайташĕ, Чăваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш Республикин çамраксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илнĕ.

            Акцирен пирĕн шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Пурте пĕр шухăшлă пулса диктанта ятарлă бланксем çине çырчĕç.