Уроксем хыççăн 5-7 класра вĕренекенсем шкул библиотекине пуçтарăнчĕç. Чăваш чĕлхи эрнин программинчи тепĕр мероприяти – вулав конференцийĕ.Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табаковăпа шкул библиотекарĕ Задорова Наталия Николаевна йĕркелесе ертсе пынипе вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлевăн калавĕсемпе паллашрĕç. Вулав конференцине хутшăннă кашни ачах хăй шухăшне палăртма пултарчĕ. Уйрăмах Аэлита Логунова (6 класс), Алексей Федоров (7 класс), Милана Быкова (6 класс) тухса калаçнине итлеме кăмăллă пулчĕ.
Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн калавĕсем пурнăçра ырă ĕçсем тума, пĕр-пĕрне пулăшма, туслă пурăнма, ĕçе хăнăхма, тĕрĕссине çеç калама вĕрентнине палăртрĕç.
Çавăн пекех вĕрентекен Иван Яковлевăн чăваш çыннисем валли çырса хăварнă Халалĕ çинчен каласа панине те кăсăклансах итлерĕç ачасем. Библиотекарь хатĕрленĕ «Чăваш Улăпĕ» ятпа йĕркеленĕ кĕнеке куравĕпе те вĕренекенсем тăрăшсах паллашрĕç, çитес вăхăтрах çав кĕнекесене вуласа тухма шантарчĕç.