Ÿкерчĕксемпе викторинăсен конкурсĕ

Чăваш чĕлхи эрнин юлашки кунне ÿкерчĕксемпе викторинăсен конкурсĕпе вĕçлерĕмĕр.  1-4, 5-9 класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев хайлавĕсем тăрăх питĕ хитре ÿкерчĕксем хатĕрленĕ. Конкурса хутшăннă кашни вĕренекен чăвашсене çутта кăлараканăмăрăн хайлавĕсене килĕштерни, юратни сисĕнет. Маттуррисенчен те маттуррисем вара çак вĕренекенсем пулчĕç: Мартышкина Анастасия (4 кл.), Осипова Ульяна (1 кл.), Плешкова Мария (9 кл.), Острякова Майя (7 кл.).

Пуçватмăшсемпе викторинăн хуравĕсене вара 4 класра вĕренекен хастарсем пек «шĕкĕлчекенсем» пулмарĕç.