Программа тăрăх «Светофорик» лагерти черетлĕ мероприяти вăл – çут çанталăка упрама вĕренесси. Çавна май воспитательсемпе лагере çÿрекен ачасем çут çанталăк çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл сывлăх, пурнăç, шанчăк пулни пирки калаçрĕç; çут çанталăка упрама, унăн илемне курма, ăна юратма, унпа савăнпа пĕлмеллине асăнчĕç; хамăр тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшмаллине çирĕплетрĕç. Çавăн пекех ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, Хĕрлĕ Кĕнекене кĕнĕ ÿсен тăрансене те аса илсе палăртса хăварчĕç, викторинăра тупăшрĕç. Викторинăра пуринчен те маттуррисем çаксем пулчĕç: Каргина Арина, Салмин Димитрий, Козлов Кирилл.
«Тăван тавралăх яланах илемĕпе тыткăнлатăр тесен ăна пулăшмалла, тирпей-илем хăй тĕллĕн килмест, уншăн пирĕн пурин те вăй хумалла», - тесе пĕтĕмлетÿ турĕç лагере çÿрекенсем.