Кĕркуннехи-хĕллехи вăхăт çитнĕ май шыв-шур, кÿлĕ таврашĕнче час-часах ачасемпе аслисен инкек курас хăрушлăх пур. Сăлтавĕ – шăнса çитмен пăр çине кĕни. Инкек-синкекрен хăтăлас тесе 6 класра «Асăрханăр, çÿхе пăр!» ятпа калаçу иртрĕ. Класс ертÿçи вĕренекенсене пăр çинче хăйсене мĕнле тытмалли, пăрлă шыва чăмсан сехĕрленсе ÿкмелле марри çинчен ăнлантарса пачĕ, слайдсемпе паллаштарчĕ. Улттăмĕшсем хăйсен шухăшĕсене те калама пултарчĕç. Юлашкинчен класс ертÿçи ачасене ас тăвăм хучĕ валеçсе пачĕ.