Марина Карягина вулавĕсем

Çыннăн чун хавалĕ çĕкленнĕ самантра сăвă çырăнать, вуланать – поэзи тĕнчи вăранать.

  Патăрьел тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе паллă çыравçăсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Марина Федоровна Карягина. Çыравçа, тележурналиста халалласа шкулта сăвăç чун-чĕреллĕ шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем «Марина Карягина вулавĕсем» конкурса пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçалхипе вуннăмĕш хут иртет çак конкурс. Марина Федоровнăпа пĕрле Шупашкартан сумлă хăнасем те килчĕç: Василий Гаврилович Кервен поэт, Василий Николаевич Пушкин литературовед, Владимир Синдеев телеоператор.   Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, музейпа, кĕнеке куравĕпе, Марина Карягина хайлавĕсем тăрăх вĕренекенсем йĕркеленĕ ÿкерчĕксемпе паллашрĕç. Хăнасене чăваш тумĕллĕ хĕр ачасемпе ар çын ачасем çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.

  Мероприятие чыслă лару-тăрура шкулта чăваш чĕлхипе литератури  вĕрентекен Марина Ильинична Табакова уçрĕ. Уява пуçтарăннă çынсене шкул директорĕ  Алексей Алексеевич Логунов саламларĕ, шкулта пурне те курма хапăл пулнине палăртрĕ. Уяв ячĕпе саламласа районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Сафроновна Перепелкина, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Пантелеймоновна Кулакова саламларĕç. Уява пухăннисем Марина Федоровнăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене курса киленчĕç, шкул ачисем хатĕрленĕ концертпа савăнчĕç.

  Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни, паллах, савăнтарать. Конкурсра вун тăватă шкултан пухăннă аллă ытла ача тупăшрĕ. Кăçалхи çул вулав виçĕ номинаципе иртрĕ: «Тĕнче сăнне илсе хам витĕр кăтартап…», «Палиндромсен асамлă тĕнчи», «Сăвă çыртăм васкаса…». Марина Карягина сăввисене вулассипе 3-4 класра вĕренекенсем хушшинчи çĕнтерÿçĕ – Даниил Горшков (Анат Туçари пуçламăш шкул-ача сачĕ, 4 класс).                                     5-7 класра вĕренекенсем хушшинче те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Пурте чĕререн, питĕ хавхаланса каларĕç, пĕри тепринчен маттур. Çĕнтерÿçĕ ята Кивĕ Ахпÿртсем тивĕçрĕç. 5 класра вĕренекен Арина Каргина «Çĕтĕк ача» сăвăпа пурне те тыткăнларĕ. 8-9 класра вĕренекенсенчен чи маттурри Патăрьелĕнчи 2№ вăтам шкулти 8а класра вĕренекен Карина Кошкина пулчĕ. Палиндромсен номинацийĕнче Сăкăтри вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Евгения Мердина палăрчĕ. 5-9 класра вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вуласа ăмăртрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 6 класра вĕренекен Анастасия Бахитовăна çитекенни пулмарĕ. Вăл хăйĕн сăввине Марина Федоровнăна халалласа çырнă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе,  хутшăнакансене дипломсемпе чысларĕç. Хисеплĕ хăнасем хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.