Тăван чĕлхе Кунне халалласа кашни çулах шкулсенче, библиотекăсенче тĕрлĕ мероприяти иртет. Кăçалхи çул ăна республикăра нарăсăн 18-21-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Шкулăн планĕ тăрăх пĕрремĕш мероприяти – «Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн» сăвă вулакансен ăмăртăвĕ. 5-6 класра вĕренекен маттур ачасем хутшăнчĕç унта. Тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Çапах та жюри членĕсем 5 класра вĕренекен Арина Каргина пурин кăмăлне те тыткăнланине палăртрĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Анастасия Мартышкина (5 класс). Виççĕмĕш вырăна вара Дарья Титова йышăнма пултарчĕ. Конкурса хутшăннă ачасене пурне те тав тăватпăр, çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр.