Çĕр чăмăрĕ çинче тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсенчен кашнийĕнех хăйĕн шăпи, кун-çулĕ, йăли-йĕрки, ÿнерĕ, чĕлхи. Пурте хăйне евĕр. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ çухалса пырать. Вĕсенчен пĕри пĕтсен те - этемлĕхшĕн питĕ пысăк çухату, мĕншĕн тесен чĕлхе вăл - халăхăн чи аслă пуянлăхĕ. Чăваш чĕлхи ытти чĕлхесенчен нимĕнпе те катăк мар. «Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар, хăвăн хăватна çухатмасăр, ĕмĕртен ĕмĕр, çултан çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн; чĕре кÿтсе çитсен - ăшăтатăн; кирлĕ чухне - çунтаратăн…», - тенĕ чăваш халăх писателĕ А.Артемьев. Çамрăк ăрăва халăх культурин вăрттăнлăхĕсене, çĕр-шыв, тăван кĕтес историне хисеплеме те юратма вĕрентсе ÿстермелле пирĕн. Çитĕнекен ăрăва чăваш халăхĕн хастарлăхĕпе ĕçченлĕхне, сапăрлăхĕпе сăпайлăхне, тасалăхĕпе тÿрĕлĕхне, чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхне, иксĕлми аптраманлăхне ламран лама куçарса нумайлатса тăсса пыма вĕрентес тĕллевпе пĕрремĕш тата пиллĕкмĕш класра вĕренекенсемпе «Эпир чăваш йăхĕнчен» ятлă вăйă-конкурс иртрĕ. Кашни йăла, кашни уяв хăйĕн асамлăхĕпе, илĕртÿлĕхĕпе, тарăн шухăшĕпе паха пулнине палăртрĕ М.А.Ярусова вĕрентекен вăйă вăхăтĕнче. Ачасем чăвашла сăвăсем каласа, юрласа, ташласа ăмăртрĕç. Алă ĕçĕ тума пĕлнипе, тавçăрулăхпа, пултарулăхпа тĕлĕнтерчĕç. Пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă та сапăр пулма, ватта-вĕтте сума сумаллине палăртса ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене аса илчĕç. Юлашкинчен: «Тăван сассăмăр ĕмĕрех Çĕр çинчи нумай-нумай халăхсен чĕлхисемпе пĕр шайра хăватлăн янăратăр, илем кÿтĕр!» - тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.