Айхи вулавĕ

Тĕнчипе паллă сăвă ăсти – Геннадий Николаевич Айхи – çуралса ÿснĕ ялта, Çĕньялта,  кăçалхипе 14-мĕш хут «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Кашни çулах районти пултаруллă та маттур вĕренекенсем хутшăнаççĕ çак ăмăртăва, çав шутра – пирĕн шкулти хастар ачасем те. Пиллĕкмĕш класра вĕренекен Арина Каргина, тăваттăмĕш класри Данил Гаврилов, виççĕмĕш класра вĕренекен Влада Мальцева «Айхин чăвашла тата вырăсла сăввисем» номинацире, Кристина Осипова (8 класс) «Г.Айхи хайлавĕсем тăрăх йĕркеленĕ ÿкерчĕксем» номинацире тупăшрĕç, призлă вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Çав ятпа вĕренекенсене чунтан саламлатпăр, малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр.