Чи хитре чĕлхе
Шкулта Тăван чĕлхе кунне халалласа класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Чĕлхе уявĕ «Илемлĕ, илемлĕ…» юрăпа пуçланчĕ. Наталия Николаевна библиотекарь «Чи хитре чĕлхе» ятлă презентаципе паллаштарчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем пин-пин чĕлхе хушшинче пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи те ырă ятлине, унпа çĕр çинче 2 млн. çын калаçнине, Тăван чĕлхе кунне 2000-мĕш çултанпа уявланине пĕлчĕç (нарăсăн 21-мĕшĕнче). Тăван чĕлхе çинчен каланă çунатлă сăмахсене аса илчĕç. Вĕрентекенсем ăслă çынсем каланă йĕркесемпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсем пуç ватмăш тупсăмĕсене тăрăшса шĕкĕлчерĕç; «Тăван чĕлхе» сăмахпа кластер турĕç, синквейн çырчĕç.