Ăсталăх урокĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа шкулсенче тĕрлĕ мероприяти иртет, çав шутра – пирĕн шкулта та. Шкулти аслă вожатăй Михайлова З.Ю. вĕренекенсемпе «Георгиевски хăйăвĕ» ăсталăх урокĕ ирттерчĕ. 1-4, 5-6 класра вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç унта. «Куç хăрать те, ал тăвать», - тенĕ авалтанпах ваттисем. Чăннипех те çапла пулчĕ. Малтан йывăр пек туйăннă ĕç, вĕçне çитсен, нимех те мар иккен. Чи кирли – пуçланă ĕçе чăтăмлăх çитерсе вĕçлесси. Пĕтĕмлетĕвĕ – куç умĕнче. Вĕренекенсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕç, хăйăва кăкăр умне çакса çÿреме калаçса татăлчĕç.