Вĕри куççульлĕ вăрçă 1941-1945 çулсенче анчах мар, паянхи кун та пирĕн çумрах çÿрет. Асрах Афган, Чечня вăрçисем… Вăрçă нуша, хуйхă, терт, куççуль, вилĕм кÿнине кăтартакан хайлавсем паянхи кун та вулакансен чĕрине хумхантараççĕ.
Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен сахал мар хайлав çырнă. Вĕсене вуласан чун-чĕререн пăлханса каятăн, асап, çухату тÿснĕ сăнарсемпе пĕрле хурланатăн та, кулянатăн та, йĕретĕн те. Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, этем телейĕшĕн пуçне хунă çынсем çинчен, тăнăç пурнăçшăн халăхăн ытарайми çыннисене çухатма тивни çинчен калаççĕ пире сăвăсемпе калавсем, повеçсемпе романсем.
Çак хайлавсенчен пĕри – Мĕтри Кипекĕн «Ягуар» хайлавĕ. Шăпах Ягуарăн паттăрлăхĕпе паллашрĕç те 8 класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче. Вĕренекенсене Ягуарăн хăраманлăхĕ, вилĕме куçа-куçăн тăма пултарни, пĕччен çирĕм ытла нимĕç салтакне хирĕç тăма вăй-хăват тупни… питĕ тĕлĕнтерчĕ. Урок вăхăтĕнче кашни ачах хăй шухăшне калама пултарчĕ.
«Манăçмаççĕ вăрçă кунĕсем, çухалмаççĕ паттăрсен ячĕсем. Пирĕн халăх вĕсене ялан асра тытать. Чыс та мухтав вăрçă паттăрĕсене», - тесе вĕçлерĕç урока саккăрмĕшсем.