«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен пĕтĕмлетĕвĕ

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерчĕ. Унта 7-8 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Конкурс тĕллевĕ –  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси.

Видеороликсен конкурсне пирĕн шкулти 7-мĕш класра вĕренекен Дарья Титова та хутшăнчĕ, призерсен шутне кĕме пултарчĕ.

Çав ятпа эпир Дашăна чунтан саламлатпăр. Малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр.