Хусанкай вулавĕсем

Хусанкай вулавĕсем
Хусанкай вулавĕсем

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе Петĕр Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕренекенсемпе вĕрентекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕ иртрĕ.

    Фестивале Тутар, Чăваш, Пушкăрт республикинчен пĕтĕмпе 257 ача, 43 учительпе культура ĕçченĕ хутшăнчĕ. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ конкурса пирĕн шкултан 1 класри Аделина Осиповăпа 9 класра вĕренекен Аэлита Логунова та хутшăнма кăмăл турĕç. Хĕрÿ те çивĕч тупăшура маттур та пултаруллăскерсем иккĕшĕ те призерсен шутне кĕме пултарчĕç. Чиперккесемпе вĕсен вĕрентекенĕсене мĕн пур кăмăлтан саламлатпăр. Малашне те çитĕнÿ тума вăй-хал сунатпăр.


Табакова М.И.