Шашка турнирĕ

Шашка турнирĕ
Шашка турнирĕ

Районта сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалли уйăхлăх пырать. Çавна май шкулсенче, ача сачĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртет. 7-8 класра та воспитани планĕ тăрăх черетлĕ мероприяти – шашка турнирĕ – иртрĕ. Турнирта хĕр ачасемпе хĕр ачасем, ар çын ачасемпе ар çын ачасем ăмăртрĕç. Тупăшу питĕ хĕрÿ пулчĕ. Никам та пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕ, кашнинех çĕнтерÿçĕ ята илес тесе ăнтăлчĕ. Çав вăхăтрах вылякансем  пĕрне-пĕри хавхалантарса та тăчĕç. Пурте ăста выляма пултарнине кăтартса пачĕç. Уйрăмах Наташкина Ксения, Каргина Арина, Осипов Серафим, Каргин Егор шашка ăсталăхне аван алла илни палăрчĕ. Çапах пур ачана та парăнтарма пултараканĕ вара 7 класра вĕренекен Ксения Наташкина пулчĕ.

Ксенийăна çĕнтерÿçĕ пулнă ятпа чунтанах саламлатпăр. Малашне те çитĕнÿ çеç сунатпăр.

Табакова М.И.