Литература викторини

Литература викторини
Литература викторини

Чăваш чĕлхипе литература эрнин иккĕмĕш кунĕ – викторина ăмăртăвĕ. 6-7 класра вĕренекенсем «Çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах çĕр-шывĕ» литература викторининче тупăшрĕç. Вĕренекенсем вун пилĕк ыйту çине хуравларĕç. Тăван чĕлхе çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене вĕçлерĕç, çунатлă сăмахсемпе паллашрĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, литература терминĕсене тишкерчĕç. Кашниех май пур таран тĕрĕс хурав пама тăрăшрĕ ыйтусем çине. Çапах та туллин те ăнланмалла хурав Каргина Арина (19 бал), Титова Дарья (19 бал), Рубцова Ольга (18 бал) пама пултарчĕç.

Табакова М.И.