Чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем
Пирĕн халăхăн
чаплă та мухтавлă ывăл-хĕрĕ сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ чăваш ятне чăннипех
тĕнче шайне çĕкленĕ. Ÿссе пыракан ăрăва хăйĕн халăхĕн паллă çыннисемпе паллаштарасси,
ачасен мăнаçлăх туйăмне çĕклесси, тавра курăмне аталантарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Программăпа
килĕшÿллĕн вĕренекенсем тăван (чăваш) литература урокĕсенче тăван халăхăн чылай
паллă çыннипе паллашаççĕ. Çыравçăсем тăван чĕлхемĕрĕн пурнăçри вырăнĕпе
пĕлтерĕшĕ çинчен ыррине нумай каланă. Вĕсенче хамăр халăхăмăрăн сăмахлăхĕпе
мăнаçланни те, илемлĕхĕпе савăнса киленни те, чĕлхе тасалăхĕпе унăн
пуласлăхĕшĕн пăшăрханни те пур. Чăннипех те, тăван чĕлхе пире пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать,
кăмăл-туйăма çĕклет.
Чăваш чĕлхин историлле
аваллăхĕ, унăн паянхи шăпипе пуласлăхĕ çинчен сахал мар çырнă. И.Я.Яковлев,
Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Геннадий Волков, Ухсай Яккăвĕ, Митта Ваçлейĕ тата
ытти нумай поэтпа ăслăлăх çынни каланисенчен чылайăшĕ çунатлă сăмахсем пулса
тăчĕç.
Шăпах çак паллă çынсем пирки буклетсем хатĕрлерĕç те ĕнтĕ 9 класра вĕренекенсем. Кашни вĕренекен хăй хатĕрленĕ ĕçпе пысăк хавхаланупа паллаштарчĕ. Тухса калаçаканăн кашни сăмахне тимлĕ итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç. Çĕнни, пĕлмелли нумай пулчĕ ачасемшĕн.
Табакова М.И.