Чăваш тĕрри çыруллă

Чăваш тĕрри çыруллă
Чăваш тĕрри çыруллă

Тĕрĕ – чăваш халăх искусствин мĕн авалтан аталанса пынă тата çÿллĕ пусăма çитнĕ пулăмсенчен пĕри. Илемлĕх енĕсемпе вăл этемлĕх ăс пурлăхĕн чи пысăк çитĕнĕвĕсемпе пĕр ретре.

Чăваш хĕрарăмĕ ĕлĕк-авалах тĕрĕпе тумтирне, кил-тĕрĕшри тата тĕрлĕрен йăласемпе çыхăннă япаласене илемлетнĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те, чăваш тĕррин илемлĕхĕ паянхи кун та пире илĕртет. Чăваш тĕрринче кашни çĕвĕн хăйĕн вырăнĕ пулнă, тĕрлĕ япала валли тĕрлĕ çĕвĕ усă курнă.

Шкулти ĕç планĕ тăрăх чăваш чĕлхипе литература эрнин тăваттăмĕш кунĕ – чăваш тĕрри-çĕввипе паллашасси. Çавна май 5-6 класра вĕренекенсем Алексей Трофимов çырнă «Çыруллă кĕпе» хайлава вуласа тухса тишкерчĕç. Калаçу вăхăтĕнче ачасем вĕрентекен пулăшнипе «Чăваш тĕрри çыруллă» сăмах пĕлтерĕшне ăнланчĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем Евгения Николаевна Жачева тĕрĕ ăсти пирки чылай çĕнни пĕлчĕç.

Табакова М.И.