Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн калавĕсем халĕ те асран тухмаççĕ
Иван Яковлевич Яковлев ячĕ XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех чăваш халăхĕшĕн хисеплĕ те
чыслă пулса тăнă. Унăн чапĕ халăх хушшинче çултан çулах сарăлса пынă. Чăваш
хресченĕсем И.Я.Яковлева «пире çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе
чĕннĕ. Чăвашсем вăл уçнă шкулăн нумай енлĕ ĕçĕсене пысăка хурса хакланă.
1868 çулта Чĕмпĕрте Иван Яковлев
пуçарнипе чăвашсен пĕрремĕш шкулĕ уçăлать.
1871 çулта вара И.Я.Яковлев çырулăхăн
çĕнĕ тапхăрне пуçласа янă.
1872 çулта ачасене тăван чĕлхене
вĕрентмелли букварь пичетлесе кăларнă. Букварь валли вăл хăйех калавсем çырнă.
Шăпах çав калавсемпе паллашрĕç те ĕнтĕ 7 класра вĕренекенесм тăван литература
урокĕнче. Класри кашни вĕренекен хăйне килĕшнĕ хайлава суйласа илсе тĕплĕн
каласа пама хатĕрленнĕ. Иван Яковлевăн «Кулачă», «Лаша шырани», «Йăлăнтармăш»,
«Кахалпа юлхав», «Эпĕ сехет çĕмĕрни», «Тавлашу» тата ытти калавĕсем янăрарĕç
урокра. Аслă Вĕрентекенемĕрĕн ача-пăча валли çырнă калавĕсенче ĕç, пĕлÿ, ăс,
туслăхпа сăпайлăх тĕп вырăн йышăнать. Унăн халапĕсем, хайлавĕсем кĕвĕллĕ проза
пекех янăранине палăртрĕç çиччĕмĕшсем урока пĕтĕмлетнĕ май.
Табакова М.И.