Хăватлă çын халалĕ

Хăватлă çын халалĕ
Хăватлă çын халалĕ

Иван Яковлевия Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн хисеплĕ те чыслă. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать.

1921 çулта И.Я.Яковлев Чĕмпĕртен Мускава куçса кайнă. Шкултан каяс умĕн вăл тăван халăх валли Халал çырса хăварнă. Çынлăха, тăван халăха юратнипе çыхăннă чăн-чăн патриотизм хăватне, этемлĕхĕн ĕмĕрти чун ăшăлăхне витĕр ăнланнине кура хаклас пулсан «Чăваш халăхне панă халал» кирек хăш халăхăн пулас ăрăвĕсене ăнлантарса вĕрентмелли ĕмĕр сÿнми литература палăкĕ пулса тăрать. Шăпах Иван Яковлевăн халалне аса илсе тишкерчĕç те ĕнтĕ 8-9 класра вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литература эрни вăхăтĕнче. Чăн малтанах ачасем «Халал» сăмах пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕç. (Халал тесе уйрăлас умĕн нумайлăха асра тытса парса хăварнă пĕтĕмлетÿллĕ сăмаха калаççĕ). Ăру пуçĕсем, аслă вĕрентÿçĕсем кил-йыша, ял-йыша, ĕçтешсене каласа хăварнă халалсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕç. Халал çичĕ пайран тăрать, пурте вĕсем – пил сăмахĕсем: «Ĕçе хăнăх», «Сывлăхлă пул», «Ăслă-тăнлă пул», «Ырăпа ырă пул», «Туслăхра – вăй», «Чун-чĕре илемĕ», «Тĕрĕслĕх – чи хаклă пуянлăх». Калаçу вăхăтĕнче халала темиçе чĕлхене куçарнине те асăнса хăварчĕç.

Юлашкинчен вĕренекенсем халал сăмахĕсене ăша хывмалли пирки çирĕплетсех хăварчĕç.


Табакова М.И.