Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр  Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Шăпах çак кун кăçалхипе вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Акцин тĕп теллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă.

Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн геройĕ ятне тивĕçнĕ Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.

Пирĕн шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акцие хутшăнма кăмăл турĕç. Диктанта пурте ятарлă бланксем çине çырчĕç.


Табакова М.И.