Çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ

Çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ
Çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çуртĕнче самрăк корреспондентсен тăваттăмĕш слечĕ иртрĕ. Унта «Тантăш» хаçатăн хастар юнкорĕсене йыхравларĕç. Çак слета пирĕн шкулти 7-мĕш класра вĕренекен Арина Каргина та кайма тивĕçлĕ пулчĕ.

«Тантăш» хаçат ĕçченĕсем слета пуçтарăннă ачасемпе ăсталăх класĕсем, тĕрлĕ вăйă ирттерчĕç. Çавăн пекех хастар юнкорсем чăвашсен паллă çыравçипе, Раиса Сарпипе, тĕл пулчĕç. Слета Алина Выйгетова юрăç хутшăнни те Çамрăк корреспондентсен чĕринче хаваслă кăмăл-туйăм çуратрĕ.

Юлашкинчен «Тантăш» хаçат ирттерекен тĕрлĕ конкурсра палăрнă ачасене Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Арина та «Пирĕн ялăн паллă çыннисем» сочиненисен конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директор-тĕп редактор аллинчен, Татьяна Вашуркинăран, диплома тивĕçрĕ.

Табакова М.И.