Пирус – сывлăхшăн сиенлĕ

Пирус – сывлăхшăн сиенлĕ

Пирус – этемлĕхĕн чи хăрушă та тискер тăшманĕсенчен пĕри, никотин – çынна майĕпен вĕлерекен наркотик пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Апла пулин те, ун тыткăнне лекекенсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать, çав шутра пирĕн республикăра та. Статистика кăтартăвĕсем, паллах, шухăша яраççĕ. Раççейри шкул ачисен 30-35 проценчĕ сигаретпа туслашма ĕлкĕрнĕ иккен, Чăваш Енре вара 18 çул тултарман çамрăксенчен 15 проценчĕ туртать. Уйрăмах хальхи вăхăтра çамрăксем хушшинче электронлă пирус туртасси анлă сарăлнă. Çавна май 9 класра вĕренекенсем класс ертÿçипе «Пирус – сывлăхшăн сиенлĕ» ятпа калаçу ирттерчĕç. Класс ертÿçи вĕренекенсене тăтăш пируспа иртĕхекен хăй сывлăхне пĕтерни, ĕмĕрне кĕскетни, туртакан çын ыттисенчен вăтамран 8 çул сахалрах пурăнни, ÿт вăхăтсăр ватăлни, пĕркеленни пирки ăнлантарса пачĕ. Çав шутра çемье бюджетĕнчи мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ сывлăша тухса кайни пирки те асăнса хăварчĕ. Калаçу вăхăтĕнче тăххăрмĕшсем пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕн кăтартăвĕсемпе те паллашрĕç. «Турă панă сывлăха упрама вĕренесчĕ»,- тесе вĕçлерĕç калаçăва вĕренекенсем.

Табакова М.И.