Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕрри кунĕ.
Çак кун ирттернĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ – чăваш культурине аталантарасси, чăваш
тĕррине упраса хăварасси. Çавна май шкулсемпе ача сачĕсенче, вулавăшсенче тĕрлĕ
мероприяти иртет. Çак куна халалласа 7 класра вĕренекенсем тăван литература
урокĕнче шкул музейĕнче экскурсире пулчĕç. Вĕрентекен ачасене чăваш тĕрринче кашни
çĕввĕн хăйĕн вырăнĕ пулнине, тĕрлĕ япала валли тĕрлĕ çĕвĕ усă курнине каласа
ăнлантарчĕ. Çавăн пекех чăваш тĕрринче вĕтĕ-вĕтĕ фигурăсем нумаййине те, вĕсене
пĕр ушкăна пĕрлештерме пулнине те (çыруллă тĕрĕ е эрешлĕ çĕвĕсем) пĕлчĕç
ачасем.
Табакова М.И.