Сывă пурнăçа пăхăнар!

«Эрех – кăра та чарусăр, ăна кăмăллакан ăссăр», - текен ваттисен сăмахĕпе пуçланчĕ тăван литература урокĕ 7 класра. Трубина Мархви çырнă «Хăнаран» хайлава сÿтсе яврĕç ачасем вĕрентекенпе пĕрле. Кунта пĕр ялти хăрушла ĕçкĕ-çикĕ усал ĕç патне илсе çитернине çырса кăтартнă. Ашшĕ-амăшĕ ÿсĕр пулнипе виçĕ çулхи пĕчĕк Санькка вăрманта лав çинчен ÿксе юлса шăнса вилет. «Эрех сиенĕ пирки эпĕ мĕн шутлатăп», «Эрех-сăра мĕн тăвать» тата ытти ыйтусене тишкерчĕç урокра вĕренекенсем. Кашни ачах хăй шухăшне пĕлтерме пултарчĕ. Вĕрентекен «Тухтăр асăрхаттарăвĕсем» ятлă слайдпа паллаштарчĕ. «Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн», - тесе вĕçлерĕç урока çиччĕмĕшсем.

Табакова М.И.