Киле парса янă
ĕçе ачана хăй тĕллĕн тума чылай ашшĕ-амăшĕ пуçламăш класа çÿренĕ чухнех
хăнăхтарать. Çавна май пуçпа шухăшласа тумалли ĕçе харпăр хăй тĕллĕн пурнăçлама
ача киле парса янă ĕçе хатĕрленĕ май хăнăхса пырать. Класран класа куçнă май
ача харпăр хăй тĕллĕн вĕренсе пĕлÿ илесси анлăланса пырать. Ача килте хăй
тĕллĕн мĕн чухлĕ нумайрах вăхăт вĕренсе ларать, урокра çавăн чухлĕ лайăхрах хуравлать,
материала та тĕплĕнрех ăнланса юлать. Хăш-пĕр ача киле парса янă ĕçе икĕ-виçĕ
сехетре туса пĕтерет, хăшĕ-пĕри – сехет-сехет çурă хушшинче, теприсем пĕр сехет
те лармаççĕ, 20-30 минутра вĕçлекен те пур. Çав вăхăтрах урока ним тумасăр
килекенсем те тупăнаççĕ. Эппин, вĕсем урокра вĕреннĕ темăна çирĕплетсе хăварас,
ăнланса юлас тесе пĕрре те тăрăшмаççĕ. Шел пулин те, çак пулăм чылай чухне пĕр
ачапах пулса иртет. Çав ачанах е кĕнеки, е тетрачĕ, е ручки манса юлнă. Вĕрентекен
ăнлантарнă темăна ача килте ларса çирĕплетмесен пĕлÿ шайĕ ÿсесси, ăс-тăн
аталанасси çинчен шутламалли те çук вара. Анчах вăхăчĕ сисĕнмесĕрех шăвать-çке-ха.
Экзамен тытмалли вăхăт та çаплах çитет. Ун чухне мĕн курмалла? Ку пулăм никама
та савăнăç кÿмест. Çакăн çинчен ашшĕ-амăшĕн, ман шутпа, ача кĕçĕн класра
вĕреннĕ чухнех шухăшламалла. «Çамрăкла вĕренни чул çинче, ватăлла вĕренни юр
çинче»,- тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем.
Вĕренекенсен сахал пайĕ киле панă ĕçе, вăл йывăр пулсан, çав кунах тума тăрăшать, урок умĕнхи кун вара тепĕр хут аса илет. Çапла туни лайăхрах. Вĕрентекен урокра ăнлантарнине манса кайичченех тытсан, киле панă ĕçе тума çăмăл, вăхăт та нумаях кирлĕ мар. Урокчен темиçе кун маларах вĕренме тытăннă сăвă та лайăх ас туса юлăнать. Ирхине, сăвă каламалли кун, тепĕр хут аса илмелле çеç. Ку йĕркене пуçламăш класранах хăнăхмалла. Пĕр кун маларах вĕренме тытăнсан вара ас туса юлма питĕ йывăр.
Хăш-пĕр ачан ăс-тăн аталанăвĕ самаях çÿллĕ шая çитни куç кĕретех. Çакă, паллах, ачасене киле парса янă ĕçе тума çитĕннисем пулăшса пынинчен те килет пулĕ. Ывăл ачи е хĕр ачи вĕрентекен парса янă ĕçе мĕнле пурнăçланине кунсерен сăнаса пынă май ашшĕ-амăшĕ ача вĕренÿ материалне харпăр хăй тĕллĕн мĕнле ăнланса пынине курса тăрать, ачан çак ĕçри çитменлĕхĕсене те, çитĕнĕвĕсене те пĕлсе пырать, май пур таран пулăшма тăрăшать.
Ача вĕренÿре çитĕнÿсем тăвасси чи малтанах вăл кĕнекене ăнланса вуланинчен килет. Материала питĕ лайăх ăнланас, ăнланни нумайлăха асра юлтăр тесен мĕнле вĕренмелле-ши? Пĕр ыйтупах темиçе автор мĕн каланине вулани усăллă. Кăсăклантаракан ыйтупа çырнă кĕнекесенчен чи лайăххисене суйласа илмелле, вуласа мĕн пĕлнине кĕскен çырса пымалла. Паллах, çапла майпа харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме ача майĕпен хăнăхса пырать. Ача хăйне кирлĕ кĕнекене е хайлава библиотекăра тата интернетра хăвăрт тупма пултарать пулсан, унпа пĕлсе усă курать тата вуланă май кирлĕ шухăшсене çырса пырать пулсан, вăхăт унăн яланах çителĕклĕ. Ачана шкула çÿренĕ чухнех пусăрăнса ларма, мĕн вуланине кĕскен çырса пыма хăнăхтарса пырсан, ашшĕ-амăшĕ пурнăçра питĕ кирлĕ йăлана вĕрентет. Шел пулин те, библиотекăна çул такăрлатакансем хальхи вăхăтра сахаллансах пыраççĕ. Хамăр, ашшĕ-амăшĕ, экзаменсене хатĕрленнĕ вăхăта пурте ас тăватпăр вĕт. Экзамен тытмалли кашни предметпах пĕрер хулăн тетрадь пуçласа билет ыйтăвĕсемпе хуравĕсене çыраттăмăр. Хур-кăвакал ас тума кайсан та çав тетраде алран яман. Çырса хатĕрленнĕ май пуçра ытларах ас туса юлăнать. Эпир ăна хамăрла «шпаргалка» теттĕмĕр.
Киле панă ĕçсене тума ларсан харпăр хăй тĕллĕн ĕçлемелли меслетсенчен чи тухăçлине суйласа илнĕ чух ачана ашшĕ-амăшĕн канашĕ, ырă тĕслĕхĕ питĕ кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăй пултарнă таран ачине вĕренÿре пулăшса пырать пулсан вĕсен ачи те хăй тĕллĕн ĕçлеме хăвăрт хăнăхса пырать. Çакă вара, пурăна киле, ачан пĕлĕвне ÿстермелли тĕп мел пулса тăрать.
Табакова М.И., чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен.