Регионсен шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем – 2023» фестиваль иртрĕ

Регионсен шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем – 2023» фестиваль иртрĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2023 çулхи нарăс уйăхĕн 01-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен Петĕр Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2023» фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 439 ача хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа кăтартрĕç. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ ăмăртура пирĕн шкулта вĕренекенсем те хутшăнма кăмăл турĕç. 2 класра вĕренекен Карягина Аннăпа Осипова Аделина, 8 класра вĕренекен Каргина Аринăпа Рубцова Ольга вара хĕрÿ те çивĕч тупăшура призерсен шутне кĕме пултарчĕç. Вĕсене ертсе пыраканĕсем Мария Анатольевна Ярусовапа Марина Ильинична Табакова.

Ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсене саламлатпăр. Малашне те çитĕнÿ тума ăнăçу сунатпăр.

Табакова М.И.