Шкулта «И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ» викторина иртрĕ

Шкулта «И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ» викторина иртрĕ

Чăваш чĕлхи кунне республикăра тата республика тулашĕнче кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, И.Я.Яковлев çуралнă кун ирттереççĕ. Çавна май шкулсенче чăваш чĕлхипе литература эрнисене йĕркелеççĕ.

Пирĕн шкулта 6-7 класра вĕренекенсем эрнен пĕрремĕш кунĕнче «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» викторинăра тупăшрĕç. Ачасем çирĕм ыйту çине хуравларĕç. Кашниех мала тухас тесе ăнтăлчĕ. Çапах та чи маттуррисем Салмин Дмитрий, Гаврилов Данил тата Мальцева Влада пулчĕç.


Табакова М.И.