Халăхăн Улăпла паттăрĕ

Халăхăн Улăпла паттăрĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрнин иккĕмĕш кунĕнче шкулта «Халăхăн Улăпла паттăрĕ» КВН иртрĕ. 8 класра вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланса («Паттăрсем» тата «Чăваш çăлтăрĕсем») ĕçлерĕç. Икĕ ушкăнăн та тĕрлĕ ыйту çине хуравламалла пулчĕ. Тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Ăмăртура «Чăваш çăлтăрĕсем» ушкăн çĕнтерчĕ.

Мероприяти пурне те килĕшрĕ. Вĕренекенсемшĕн çĕнни, кăсăкли чылай пулчĕ.

Табакова М.И.