Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ
– 2023» акци иртрĕ. Ăна аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул
çитнине, Раççей Федерацийĕнче вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне, чăваш чĕлхи
кунне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне тĕрлĕ çĕрте
сарасси, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçалхи текста Юхма Мишшин «Çутлăх паттăрĕ»
хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ.
Табакова М.И.