Программа тăрăх «Светофорик» лагерьти черетлĕ
мероприяти вăл – çут çанталăка упрама вĕренесси (сăмах май, июнĕн 5-мĕшĕ –
Эколог кунĕ). Çавна май воспитательсемпе лагере çÿрекен ачасем çут çанталăк
çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни, вăл сывлăх, пурнăç, шанчăк пулни çинчен
калаçрĕç; çут çанталăка упрама, унăн илемне курма, ăна юратма, унпа савăнпа
пĕлмеллине асăнчĕç; хамăр тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшмаллине çирĕплетрĕç. Çавăн
пекех ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ ÿсен тăрансене те аса
илсе палăртса хăварчĕç, викторинăра тупăшрĕç.
«Тăван тавралăх яланах илемĕпе тыткăнлатăр тесен ăна пулăшмалла, тирпей-илем хăй тĕллĕн килмест, уншăн пирĕн пурин те вăй хумалла», - тесе пĕтĕмлетÿ турĕç лагере çÿрекенсем.
М.И.Табакова