«Асăнмалăх, савăнмалăх», викторина пĕтĕмлетĕвĕ

«Асăнмалăх, савăнмалăх», викторина пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕ, Шупашкар хулин Марфа Трубина ячĕллĕ библиотеки – çемье вулавĕн центрĕ чăвашсен паллă ача-пăча писателĕ, ЧАССР шкулĕпе РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Марфа Дмитриевна Трубина çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Асăнмалăх, савăнмалăх» регионсем шайĕнчи викторина вĕçленчĕ. Вăйă-ăмăртăва ирттерекенсен йышĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ пулчĕç. Викторинăна тĕрлĕ республикăпа облаçри, хулари шкул ачисем, студентсем, ача-пăча сачĕн воспитателĕсем, учительсемпе библиотека ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç. Пурĕ 450 çын хутшăнма кăмăл тунă викторинăна. Çав шутра пирĕн шкулта 9 класра вĕренекен Арина Каргинăпа Ольга Рубцова, чăваш челхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табакова.

Табакова М.И.