«Чи хитре чĕлхе» калаçу сехечĕ

Чĕлхе хăйне пултарнă халăхпа кăна вилет,

çавăнпа та халăх хăй чĕлхине мантăр тени   

çав халăха вилĕм суннипе пĕрех.

                                           И.Я.Яковлев    

Тăван чĕлхе чи хитре чĕлхе пулнине çирĕплетес; тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, ăна упрама вĕрентес; тăван чĕлхене халалланă хайлавсене аса илес тĕллевсемпе шкулта «Чи хитре чĕлхе» калаçу сехечĕ иртрĕ. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем кроссворд тупрĕç, Тăван чĕлхе çинчен калакан çунатлă сăмахсене аса илчĕç, ребуссене шĕкĕлчерĕç, «Тăван чĕлхе» сăмахпа синквейн турĕç; Юрий Сементерĕн «Амăшĕн чунĕ» сăввипе Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăвне вуларĕç.    

«Тăван чĕлхене упрасси – пирĕн тивĕç. Епле хитре вăл! Калаçар унпа, упраса хăварар. Чи хитре чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр!» - тесе вĕçлерĕç ачасем класс тулашĕнчи мероприятие.

Табакова М.И.