«Эпĕ тăван чĕлхепе калаçатăп» акцие хутшăнатпăр

«Эпĕ тăван чĕлхепе калаçатăп» акцие хутшăнатпăр

Тăван чĕлхе кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле çулсерен «Эпĕ тăван чĕлхепе калаçатăп» акци ирттерет. Акцие хутшăнас кăмăллисен тăван чĕлхепе е сăвă каланине, е юрă юрланине видео ÿкерсе илсе «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ушкăнра е контактра #эпĕтăванчĕлхепекалаçатăп хештегпа лартмалла.

Çак акцие пирĕн шкулта вĕренекенсем хутшăнмасăр юлмаççĕ. Кăçал та Мальцева В., Мальцева З., Каргина А., Титова Д. хутшăнма кăмăл турĕç.

Табакова М.И.