Тăван чĕлхе
кунне халалласа «Эпир чăваш йăхĕнчен» ятпа иртрĕ улттăмĕшсен тăван литература
урокĕ. Вăйă урокра икĕ ушкăн тупăшрĕ. Вăййа хутшăнакансем валли номерленĕ
конвертсем хатĕрленĕ. Кашни конвертра пĕрер ыйту. Кашни ыйтăвăн хăйĕн хакĕ.
Ыйту паракансем хальхи вăхăтра пурăнакан паллă çынсем: ăсчахсем, çыравçăсемпе
поэтсем, художниксем, шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Кашни ушкăнăн çичшер
ыйту çине хуравламалла пулчĕ. Ушкăнсен тĕллевĕ – ытларах ыйтăва тĕрĕс
хуравласси, нумайрах «укçа» выляса илесси. Панă ыйтăва тĕрĕс хуравласан «укçи»
ушкăна пулать, пĕлеймесен – шкул фондне юлать. Чи нумай «укçа» пуçтаракан ушкăн
– «Ăсчахсем» (7000 пин тенкĕ), «Çăлтăрчăксем» ушкăн 2500 тенкĕ пуçтарма
пултарчĕ. Çĕнтерÿçĕ ушкăнри ачасем урокра «пиллĕк» паллă ĕçлесе илчĕç.
Табакова М.И.