Тăван чĕлхе асамлăхĕ

Тăван чĕлхе асамлăхĕ

Вĕреннине аса илсе çирĕплетес, ачасен пуплевне, çыру хăнăхăвне тата ăс-тăнне малалла аталантарас, ваттисен сăмахĕсемпе усă курса калаçма хăнăхтарса пырас шутпа, Тăван чĕлхе кунне халалласа 7 класра «Тăван чĕлхе асамлăхĕ» вăйă урок иртрĕ. Вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Сăмах тытăмĕ», «Тăнла, шутла, ăнкар!», «Предложени», «Пуплев пайĕсем» секторсенчи ĕçсене турĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Юлашкинчен çиччĕмĕшсем вĕрентекенпе пĕрле вăйă результачĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Табакова М.И.