Чыс та мухтав сана, юратнă учитель!

Чыс та мухтав сана, юратнă учитель!

Учитель! Савнă учитель!

Паян – санăн уяву!

Пĕтĕм тĕнче умне çĕкленчĕ

Халь сан чапу та мухтаву.

Çĕршер, пиншер професси пур çĕр çинче: агроном, тухтăр, çыравçă, артист, токарь, космонавт, çĕр ĕçченĕ… тата ытти те, тата ытти те.

Анчах чи сăваплă, чи пархатарлă профессисенчен пĕри вăл – учитель профессийĕ, мĕншĕн тесен кирек кама та пурнăç çулĕ çине тăратаканни, вулама, çырма, шутлама, ĕçлеме вĕрентекенни вара вăл анчах – учитель.

Шкул – çынна пур енлĕ аталантарма пултаракан çăл куç. Çакăнтан пуçланать те патшалăхăн пуянлăхĕ.

Шкулта çамрăк ăрăва пĕлÿ парас, çĕр-шыва кирлĕ пек пăхса ÿстерес ĕçе учитель йĕркелесе пырать. Вăлах ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарать, пурăнма та вĕрентет. Вĕрентекен хăйĕн вăхăтне те, вăйне те, чун-чĕре ăшшине те шеллемест. Вĕреннĕ пĕрремĕш сас палли, вуланă пĕрремĕш сăмах, букварьти пĕрремĕш страница – çакă пурте вĕрентекенрен пуçланать.

Шкулта педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе, шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çыннăмăрсемпе тĕл пулу иртрĕ. Чăн малтанах пурте пĕрле шкул ачисен концертне курса килентĕмĕр. Каярах аса илÿ авăрне «путрăмăр». Хисеплĕ ветерансем хăйсем ĕçленĕ вăхăта аса илчĕç, пире ырă сĕнÿсем пачĕç.

Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ.

 Табакова М.И.